ҪӐПАЛА
Этем ӑс-тӑнӗпе чӗришӗн ,
Ман сӑвӑ пултӑр кирлӗ япала.
Эпӗ пулам кашни чӑваш килйышӗн ,
Чун яшкине антарнӑ ҫӑпала .
Ҫак ҫӗр ҫинче этем тени нумай :
Чун апатне пӗҫерекен те - шутсӑр .
Хам ҫимӗҫе сирӗн ума хума ,
Эп васкаман - ытла пулнӑ хӑюсӑр.
Тем тӗрлӗ ҫын , тем тӗрлӗ аппетит :
Меню пуян - мӗскер кӑна сӗнмеҫҫӗ .
Купи-купи ҫыравҫӑсем пекки :
Вӗсен пиҫмен пӑттине тиркемеҫҫӗ .
Чунне амантнӑ , айӑплӑ ҫынна ,
Мӗскер хыптарӗ пурнӑҫ капиталӗ ?
Кашни кунах хуйӑхпала ҫунсан ,
Пур усала этем чунӗ ыталӗ .
Этем ӑс-тӑнӗпе чӗришӗн , кӗлеткишӗн
Сӑввӑм чӑнах-ши кирлӗ япала ?
Тӳпе Юркки - кашни чӑваш килйышӗн ,
Чун яшкине антарнӑ ҫӑпала ?
ТӲПЕ ЮРКК