Чувашская эстрадная певица Катя (Екатерина) Тихонова в чувашском национальном костюме исполняет чувашскую народную песню "Илемлĕ сачĕсем" ("Сады прекрасны").
-- ( нажмите на " ... " слева )
Текст песни "Илемлĕ сачĕсем"
("Сады прекрасны")
=================================
Илемлĕ сачĕсем, илемлĕ тăванĕсем –
Нихăçан та асран каймĕç
Пĕрле ĕçсе-çинисем.
1). Эх, тăванăм тав сана,
Ытараймăп эп сана.
Ытарасран каламастăп –
Чун та шалкă мар сана.
---------------------------------------------
---------------------------------------------
Илемлĕ сачĕсем, илемлĕ тăванĕсем,
Нихăçан та асран каймĕç
Пĕрле ĕçсе-çинисем.
2). Чашки-чашки çĕр çырли
Татрăм çиес килнĕрен.
Ытарайми тăван патне
Килтĕм курас килнĕрен.
-----------------------------------------------
-----------------------------------------------
Илемлĕ сачĕсем, илемлĕ тăванĕсем,
Нихăçан та асран каймĕç
Пĕрле ĕçсе-çинисем.
3). Сĕтел тăваткăл пулать,
Ури тăваттă пулать.
Ĕçĕр, çийĕр, вылăр-кулăр –
Çут тĕнче пуртен юлать.
---------------------------------------------
---------------------------------------------
Илемлĕ сачĕсем, илемлĕ тăванĕсем,
Нихăçан та асран каймĕç
Пĕрле ĕçсе-çинисем.
4). Туриллкери çăмартине
Шуратмасăр ан çийĕр,
Çак тăвансем патне килсен
Юрламасăр ан кайăр.
----------------------------------------------
----------------------------------------------
Илемлĕ сачĕсем, илемлĕ тăванĕсем,
Нихăçан та асран каймĕç
Пĕрле ĕçсе-çинисем.
4). Юри кайрăм вăрмана
Пиçнĕ çырла пуçтарма,
Юри килтĕм хăнана
Саркаланса юрлама.
------------------------------------------------
Илемлĕ сачĕсем, илемлĕ тăванĕсем,
Нихăçан та асран каймĕç
Пĕрле ĕçсе-çинисем.
========================