Порадуемся же от души от таких весёлых частушек на чувашском языке, которые исполняют такие же весёлые и задорные гармонист Александр Сорокин и Людмила Семёнова !
Частушки ( Такмаксем )
==========================
Музыка и слова: — Народные
==========================
Шыв ăсса кăна тăрăттăм
Тарасаллă çăл пулсан,
Шыв ăсса кăна тăрăттăм
Тарасаллă çăл пулсан.
Ташласа кăна тăрăттăм
Савни гармонист пулсан,
Ташласа кăна тăрăттăм
Савни гармонист пулсан.
-----------------------------------------
-----------------------------------------
Çÿлте çăлтăр пит нумай —
Çутă çăлтăр пĕрре çеç,
Çÿлте çăлтăр пит нумай —
Çутă çăлтăр пĕрре çеç.
Ялта хĕрсем пит нумай —
Чун юратни эсĕ çеç,
Ялта хĕрсем пит нумай —
Чун юратни эсĕ çеç.
----------------------------------------
----------------------------------------
Ах, юрату, юрату —
Çиçĕм пек сан хăвату,
Ах, юрату, юрату —
Çиçĕм пек сан хăвату.
Çиçĕм çиçет те сÿнет,
Юрату нихçан сÿнмест.
Çиçĕм çиçет те сÿнет,
Юрату нихçан сÿнмест.
-----------------------------------------
----------------------------------------
Неужели ÿкĕп-ши ?
Ÿксен тăраймастăп-ши ?
Неужели ÿкĕп-ши ?
Ÿксен тăраймастăп-ши ?
Неужчто эс пăрахсан
Урăх тупаймастăп-ши ?
Неужчто эс пăрахсан
Урăх тупаймастăп-ши ?
-----------------------------------------
-----------------------------------------
Ши-ши-ши вара,
Çумăр çăвать-ши вара ?
Ши-ши-ши вара,
Çумăр çăвать-ши вара ?
Эпир кунта ташланипе
Намăс пулать-ши вара ?
Эпир кунта ташланипе
Намăс пулать-ши вара ?
-----------------------------------------
-----------------------------------------
Пурçăн тутăр батист мар,
Батистран та кая мар,
Пурçăн тутăр батист мар,
Батистран та кая мар.
Эпир кунта артист мар,
Артистран та кая мар,
Эпир кунта артист мар,
Артистран та кая мар.
----------------------------------------
----------------------------------------
Унталла пăхсан та çук,
Кунталла пăхсан та çук.
Унталла пăхсан та çук,
Кунталла пăхсан та çук.
Винçичçулхи яш ĕмĕрĕ
Выртса макăрсан та çук,
Винçичçулхи яш ĕмĕрĕ
Выртса макăрсан та çук.
-----------------------------------------
-----------------------------------------
Çÿлте çăлтăр нумайипе
Пĕлĕт авăнса тăрать,
Çÿлте çăлтăр нумайипе
Пĕлĕт авăнса тăрать.
Тăванăмсем нумайипе
Чунăм савăнса тăрать,
Тăванăмсем нумайипе
Чунăм савăнса тăрать.
-------------------------------------------
Çын кăссинче тем те пулĕ —
Эсир ăна ан илĕр,
Çын кăссинче тем те пулĕ —
Эсир ăна ан илĕр.
Такмак çинче тем те пулĕ —
Хăвăр çине ан илĕр,
Такмак çинче тем те пулĕ —
Хăвăр çине ан илĕр.
=========================