Паян Ватсапра ҫырса пӗлтерчӗҫ...Эх, мӗскӗн чӑваш...
Пушкӑртстанри К.В. Ивановӑн тӑван ялӗнче вырӑнти шкула ун ячӗпе парасшӑн мар тет, хальхи политикӑ тӑрӑх вӗсен ялӗнче ҫуралнӑ пӗр СССР геройӗ ятне хурасшӑн.
Чӑваш кашни ҫул К.В. Иванова асӑнать, юбилейсем тӑвать - ҫак ҫынна пӗтӗм Чӑваш Тӗнчи пӗлет, чӑваш кӑна мар - пӗтӗм Тӗнче те. Слакпуҫ ялӗнчи шкула халиччен ҫак паллӑ ҫыравҫӑ ятне паманни вӑл - питӗ хитре мар япала, намӑс, ҫине тӑманни, эпир йӑваш пулни.
Ялӗнчи хастар, ӑслӑ чӑваш паллах шкула тӗнчипе паллӑ "Нарспи" поэма ҫырнӑ Иванов ятне парасшӑн, вӗсем пӗтӗм чӑвашран пулӑшу ыйтаҫҫӗ, анчах никам та хусканмасть тет...
Слакпуҫри шкула К.В. Иванов ятне парасси - эпир Ӑна хисеплени, сумасуни