Пирвайхи юрату
Ҫуркунне, сад пахчи вӑрансан,
Паллашсаччӗ савниҫӗм санпа.
Каҫ пулсан, сар хӗвӗлӗ ансан,
Ҫуммӑн утнӑ ҫеремлӗ ҫулпа.
Пӗр канмасӑр чупаҫҫӗ ҫулсем,
Мӗн пулни ҫеҫ юлать мӗн асра.
Пирвайхи юрату каҫӗсем,
Йӗр хӑварчӗҫ шалта чунӑмра.
Ҫулӗ кайнӑ икке йӳпленсе,
Ҫерем витӗр ҫулне тупма ҫук.
Макӑрсан та текех ӳкӗнсе,
Тавӑрма иртнине майӗ ҫук.
Пулмасан та паян ман ҫумра,
Пуҫласа юрату ҫуратни.
Ӗмӗр юлчӗ тӑрса асӑмра,
Малтанхи вӑтануллӑ савни.
Пирвайхи юрату туйӑмне,
Манас ҫук, вӑл ҫӑлкуҫ пек таса.
Тунсӑхпа ырату пуррине,
Эп ӑнлантӑм курсан юратса.
22.02.2024 Виталий Патшин