Звезда чувашской эстрады Заслуженный артист Чувашской Республики Александр Михайлович Васильев исполняет песню "Çăлтăр куçлă хĕрача".
"Ку юрă вара чĕрене пырса тивет, чуна та канăçсăрлантарать, кăмăл-туйăма та хумхантарать."
(Валерий Михлеев).
==============================
Текст песни "Çăлтăр куçлă хĕрача".
==============================
Музыка: В. Петрухин.
Слова: поэт-песенник Вăрăм Палюк (Владимир Рыбкин).
==============================
1). Эп сана, чиперскере,
Килĕштернĕ унченех.
Халĕ эс вунçиччĕре
Çурăлнă мăкăн пекех,
Çурăлнă мăкăн пекех.
Хушса юрламалли: ( 2 хут )
-----------------------------------------
Çăлтăр куçлă хĕрача,
Эс тухсам мана качча.
Ырă, ырă туйăмсем
Çупăрлаç чуна — пĕлсем.
Эх, сăпайлă хĕр пĕрчи,
Маншăн эс — чун икерчи.
Тухмасан мана качча
Авланмастăп эп пачах.
-----------------------------------------
-----------------------------------------
2). Эсĕ халь ăçта çÿрен,
Мĕншĕн, мĕншĕн кĕттерен.
Тунсăхлать-çке каçсерен
Саншăн çеç вĕри чĕрем,
Саншăн çеç вĕри чĕрем.
Хушса юрламалли: ( 2 хут )
------------------------------------------
Çăлтăр куçлă хĕрача,
Эс тухсам мана качча.
Ырă, ырă туйăмсем
Çупăрлаç чуна — пĕлсем.
Эс сăпайлă хĕр пĕрчи,
Маншăн эс — чун икерчи.
Тухмасан мана качча
Авланмастăп эп пачах.
---------------------------------------
----------------------------------------
========================