18-мĕш ĕмĕрте вăл хыпар çитерекен пулнă. Вăрçă-харçă пынă вăхăтра вара ăна кашни килте куç пек кĕтнĕ. Паян почтальон ĕçĕ самай ансатрах пулин те ялта халĕ те ун пĕлтерĕшĕ пысăк-ха. Утă уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче хаçат-журнал валеçекенсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Пирĕн корреспондент Анастасия Олангина вĕсенчен хăшĕ-пĕрне куçа-куçăн тĕл пулса саламларĕ.