Замечательную и очень мелодичную песню "Мана эс кирлĕ яланах" ("Ты мне нужен всегда") исполняет блистательная звезда чувашской и татарской эстрады Фарида Файзуллина.
================================
Текст песни "Мана эс кирлĕ яланах".
( "Ты мне нужен всегда")
================================
Музыка: Флёра Талипова.
Слова: Валерий Раштав (Самойлов).
================================
1). Çут кÿлĕ шăппăн чÿхенет,
Лăпкать кăтра хум çыранне.
Санпа пĕрле итлес килет
Çил хăмăшпа пупленине.
Санпа пĕрле итлес килет
Çил хăмăшпа пупленине.
2). Кулаç пек шурă уйăхран —
Эс йышăнсам каçхи салам.
Сана, савни, çумма ларсан
Телей парнелĕп пĕр ытăм.
Сана, савни, çумма ларсан
Телей парнелĕп пĕр ытăм.
3). Вăййи хавас пуль çăлтăрсен —
Кÿлле чăмаççĕ тÿперен.
Шель, вĕсене алтăрпалан
Ăсса илеймĕпĕр шывран.
Шель, вĕсене алтăрпалан
Ăсса илеймĕпĕр шывран.
4). Асамлăх аннă çĕр çине —
Çак тĕнчере те пур çăтмах.
Паян, ыран та виçмине
Мана эс кирлĕ яланах.
Паян, ыран та виçмине
Мана эс кирлĕ яланах.
Мана эс кирлĕ яланах.
=======================