Кӑрлач уйӑхӗн 29 мӗш кӗҫнерни кун Шупашкар хулин Чӑваш халӑхӗн вулавӑш ҫурчӗнче паллӑ пулӑм пулса иртрӗ.
Лидия Ивановна Филиппова (Михайлова) - пирӗн пултаруллӑ ентешӗмӗр, журналистка, ҫыравҫӑ, филологи наукисен кандидачӗ, тава тивӗҫлӗ культурӑ ӗҫченӗ хӑй ҫырнӑ кӗнекесен хӑтлавне ирттерчӗ. Унта - " Ух-х шереметсем! " тата "Ҫеҫпӗл йӗрӗпе" ятлӑ кӗнекесемпе паллаштару пулчӗ.
Йышлӑ , хисеплӗ те пултаруллӑ Чӑвашлӑх туйӑмӗпе тыткӑнларӗҫ пӗтӗм енчен пухӑннӑ паллӑ ҫыравҫӑсем,
юрӑҫсем, Ҫеҫпӗлӗн "Кӑвар чӗре"
фольклор ушкӑнӗ, пӗрле ҫулпа утса чапа тухнисем тата нумай ырӑ , ырӑ сунакансем!
Вӑт ӑҫта вӑл пирӗн чӑвашлӑхӑн ытарайми чӗлхи. Кӗнекесенче - мӗн тери хаваслӑх, ҫӗкленӳллӗх, киленӳ, патт