ЮБИЛЕЙ ЯЧӖПЕ / С ЮБИЛЕЕМ 🌟
Паян Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Сергеев хӑйӗн ҫавра ҫулне паллӑ тӑвать! 🎉
Хисеплӗ Николай Васильевич! Сирӗн пултарулӑхӑр, театр ӳнерне чунтан парӑнни, чӑваш сцени ҫине кунсерен хавхалануллӑ тухни куракана савӑнтарать, пӑлхантарать. Сирӗн кашни ролӗр – драматург шӑпах Сирӗн валли ҫырнӑ пек!
✨ Сире ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал, яланах ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл сунатпӑр! Хавхалану ҫӑлкуҫӗ нихӑҫан та ан иксӗлтӗрччӗ, ҫӗнӗ рольсем сире савӑнӑҫ кӳччӗр. Телей, ырлӑх-сывлӑх тата вӑрӑм ӗмӗр сунатпӑр!
Хаклӑ куракансем! Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Николай Сергеев юбилей каҫне ирттерӗ! Çак каç юратнă артист «Юлашки парӑм» драмӑра вылять!
Хапӑл туса кӗтетпӗр сире!