***
Епле аван... епле айван...
Урамра каллех тӑман...
Эпӗ те ирех тӑман...
Нумай выртма намӑс,
Ҫитнӗ вӗт-ха НАРӐС...
Юрпа сивӗ харӑс
Хапхаран шакканӑн
Шӑтӑк-шатӑк кӗрӗк
Йыт айне сараҫҫӗ.
Ҫилпе тулнӑ парӑс,
Хӗле хирӗҫ кутӑн
Манпа пӗрле утӑн,
Ҫуркуннене кӗтнӗн
Телей кӑна тупӑн.
Ҫитнӗ вӗт-ха Нарӑс,
Ҫӗн уйӑхӑн ҫӗн кунне
Алтӑрпала ӑс,
Алхасмасӑр ӗҫ.
Малашне те тупӑнӗ
Ухмах валли ӗҫ,
Юр хупланӑ сукмакне
сенӗкпеле уҫ.
Ала витӗр алласа
Шур юрне пӑтрат,
Кӗреплепе тураса
Ҫу валли пуҫтар.
Шур кӑмака питлӗхне
Ир енпеле уҫ,
Вучахри кӗле сирсе
Шӗл кӑварне чӗрт,
Шур юртан хуран кукли
Ҫупа-ҫупа хур,
Хуран ҫакса вучаха
Ҫӑл шывне вӗрет,
Ҫитмӗл ҫичӗ курӑкне
Вӗтетсе пӑтрат.
Ҫитнӗ вӗт-ха НАРӐС,
Юр ҫумасан - н