Светлана Чиркова ,тĕнчери паллă спортсменка,Çĕрпÿ районĕнче,Тупнер ялĕнче 1945-мĕш çулта ,чÿк уйăхăнче 5мĕш числара çуралнă. Çак кун вăл хăйĕн 80 çулне паллă тăвать.
1950-мĕш çулта вăл амăшĕпе пĕрле Эстоние ,Таллин хулине куçса кайнă.Чăвашла çеç калаçма пултарнипе шкула пĕр çул каярах каймашкăн тивнĕ. 7-мĕш класа çитсен фехтовани секцине çÿреме тытăннă. 1967-мĕш çулта хастар спортсменка пысăк ăсталăх кăтартса Эстони чемпионĕ пулса тăнă,каярах тата 6 хутчен çак ята тивĕçнĕ. Унăн ăсталăхне çак спорта аталанас енĕпе ĕçлекен паллă çĕршыв тренĕрĕсем асăрханă, СССР командин чысне вăл 8 çул таран ăнăçлă хÿтĕленĕ. Ăçта кăна çитсе курман пулĕ вăл çак çулсенче,тĕнчери чи пысăк ăмăртусене хутшăн