Сӳнмест чӑн юрату. 👩❤️👨♥️♥️
Ӑнланаймастӑп эп, мӗн уйӑрчӗ пире?
Мӗн тӑчӗ-ши хушша? Сӑлтавӗ ун мӗнре?
Чылай утсаттӑм иккӗн ларнӑ вырӑна,
Кӗтеттӗм, тусӑмҫӑм, шанчӑкӑмпа сана.
Ытла тӑрук ҫухалтӑн. Сас-хура та ҫук.
Тӗл пулӑва килмерӗн темшӗн эс ун чух.
Ҫав каҫ ҫут уйӑх пулчӗ юлташа мана,
Мӗн шуҫӑмччен шутларӑм эпӗ мӗн кӑна.
Чылай ҫул иртрӗ, савнӑ тусӑм, унтанпа.
Пӗрех хӑш чух утатӑп эпӗ ҫак ҫулпа.
Паян каллех темскер ҫитерчӗ вӑл тӗле.
Ӗненейместӗп, эс, савним? Тӗлӗнмелле.
Эс ҫурӑмпа тӑратӑн. Тинкерен таҫта.
Аякранах палларӑм, тусӑм. Ах, ӑҫта
Ман чунӑм талпӑнать сана курнипеле?
Тӗнче тӑрук ылмашрӗ эс пуррипеле.
Вун икӗ ҫул. Пулман та пулинех вӗсем.
Сӳнмест чӑн юрату. Ҫунаҫҫӗ куҫусем.