Манар мар шӑнкравлама
Аннене час-час шӑнкӑравлар,
Вӑл пӗрмай кӗтет пиртен хыпар.
Телефонӗ ун ҫӳрет ҫумрах,
Вӗҫренех ӑна ҫутса пӑхать.
Пирӗн темшӗн вӑхӑт ҫук ялан,
Ӗҫлӗ, пушанма май ҫук ниҫтан.
Виҫ сӑмах ҫеҫ кирлӗ-ҫке ватта,
Виҫ сӑмах: "Анне, мӗнле пурнан?"
Йывӑр мар вӗт, уншӑн ку - эмел,
Ак, тинех ун кӑмӑл ҫӗкленет:
Ачисем манман, ыйтса пӗлеҫ,
Амӑшне хаклаҫҫӗ, хисеплеҫ...
Тунсӑхпа ан хуҫӑлтӑр анне,
Кӑшт пулсан та йӑпатар чунне.
Телефон час-час алла илсе,
Шӑнкӑрав ярар анне патне.