
Пурнӑҫ тутине тутантӑм
Пылпа сӗрнӗ терӗм-ши?
Иртнӗ пурнӑҫа сӑнарӑм,
Мӗншӗн йӳҫӗ пулчӗ-ши?
Телейӗме тупаймарӑм,
Ӑҫта кайса кӗчӗ-ши?
Ырӑ пурнӑҫ кураймарӑм,
Мӗншӗн ҫаплах, йывӑр-ши?
Пӗчченлӗхе тӑрса юлтӑм,
Турӑ ҫырнӑ шӑпам-ши?
Мӑшӑр ҫунат тупаймарӑм,
Ҫунатӑма хуҫрӗҫ-ши?
Йӑнӑш ҫине йӑнӑш турӑм,
Тата мӗн чул тӑвӑп-ши?
Хуйхӑ ҫине хуйхӑ куртӑм,
Тата мӗн чул курӑп-ши?
Куҫҫуль витӗр пите ҫурӑм,
Хӑҫан юхма чарнӗ-ши?
Лайӑххине ӗмӗтлентӗм,
Ӗмӗтӗм ман пулӗ-ши?
Ватӑлма та шутламарӑм,
Ҫамрӑк ӗмӗр иртрӗ-ши?
Пурӑнма та пуҫлаймарӑм,
Мӗншӗн ҫулӗ кӗске-ши?
Шанӑҫпи-Натали
24.02.23.


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев