Предыдущая публикация
Авалхи "ҫыру" ман аллӑмра:
Мӗн чухлӗ вӑрттӑнлӑх пытаннӑ...
Упранса вӑл юлнӑ арчара,
Шухӑшсемпе йӗрке тултарнӑ.
Кӗвӗллӗн шӑрантарать юрра,
Шӑпчӑк ҫутӑличчен вӑраннӑ.
Мӗн тери аван юманлӑхра!
Ӑшӑпа ҫеҫке ачашланнӑ.
Уявра-и, ака-сухара,
Тасалӑха чӑваш упранӑ.
Тӗрлесе, тӑван ӑс-хакӑла
Йӗтӗн пир ҫине вырнаҫтарнӑ.
Ӑнланса кашни ҫӗвве вулар,-
Унта чӑваш вӑйне кӑтартнӑ.
Ӗшенме пӗлмен, юрла-юрла,
Ҫӗршыв - Аннемӗре мухтанӑ.
Тӑрӑшса илемлӗхе упрар,
Кунран-кунах вӑл аталантӑр.
Мухтаса халӑха пурӑнар,
Улӑпла чӑваш мӑнаҫлантӑр!
Зоя Пурнӑҫ.
7.11.2025 ҫ.


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 2