Мӗншӗн-ши эп килтӗм ҫак яла,
Мӗншӗн-ши тӗл пултӑм эп санпа,
Мӗншӗн-ши чӗрене аут хыпрӗ-ши
Каласамчӗ эсӗ мана..
Сан ҫине пӑхма эп вӑтанатӑп,
Пуҫ усатӑп ман ҫине эс пăхсан.
Курмасасӑн сана тунсӑхлатӑп
Чӗре ҫулӑмпах ҫунать ман.
Иккӗн чух сан ҫине эп пӑхмастӑп,
Эп сӑнатӑп сана аякран.
Анчах эс нимте туймастӑн
Эп пӗлместӗп мӗн ҫинчен шухӑшлан.
Эс калатӑн-Мӗнле пурӑнӑп-ши,
........кунтан эс кайсан.
Ман пӗлесчӗ мӗне пӗлтереҫ-ши
Эс каланӑ ҫак сӑмахсем.
Эп пӗлетӗп санӑн пур урӑх каччӑ,
Эп куратӑп сире каҫсерен..
Тӗл пулатӑр эсир ман умрах-ҫке,
Эп пӗлместӗп уйрӑлатӑр хӑҫан
Кунсем пит хӑвӑрт иртеҫҫӗ,
Каймалли вӑхӑтсем ҫывхараҫ
Эп пӗлместӗп мӗнле пурӑнас
Санпа кайсассăн уйрӑлс