Пӗр чарӑнура хӗрарӑм курӑнчӗ. Ҫакскер аннеме аса илтерчӗ... Те кӑвак тутӑрӗ?.. Аннем... Тек нихӑҫан сана кураяссӑм ҫук, "аннеҫӗм" тесе чӗнеессӗм ҫук.. Куҫӑмсенчен куҫҫулӗ шӑпӑртата пуҫларӗ. Ан курччӑр тесе пуҫӑма чӳрече еннелле пӑртӑм. Ҫак йӗркесем ҫуралчӗҫ:
АННЕМ КӖТСЕ ПӐХАТЬ ПЕК КАНТӐКРАН
Тухать пекех аттеҫӗм алӑкран,
Аннем кӗтсе пӑхать пек кантӑкран.
Мана курсан ҫуталчӗҫ куҫӗсем,
Чупсах тухать кӗҫ хирӗҫех аннем!
Тӑраҫҫӗ чӗвӗл-чӗвӗл калаҫса,
Илеҫҫӗ хыттӑнах ыталаса.
Аннеҫӗм... Вӑл каллех куҫҫульленет,
Эп ҫитнипе ун чунӗ хӗпӗртет...
Тӗлӗнмелле киленӗҫ ӑшӑмра,
Атте-аннем тӑраҫҫӗ ман умра.
Ҫурт умӗнчи йӑмра та тайӑлать,
"Килех", - тесе каланӑн туйӑнать.
Юратнӑ килӗм! Тунсӑхларӑм-ҫке!
Ҫитес тесе хытах васкарӑм-ҫке!
Шап-шурӑ ал шӑлли чи кӗтесре,
Яланхиллех пит ҫывӑх-ҫке, аре...
Мана сӑйлас тесех тӑван аннем
Ирех пӗҫернӗ тутлӑ кукӑльсем.
Яшки те пӑсланать хуранӗнче,
Чӑкӑчӗпе пыл-ҫу сӗтел ҫинче.
Ларатпӑр виҫҫӗн ӑшшӑн калаҫса...
Кил-ҫурт та ӑшӑ, хӑтлӑ та таса...
Ытарайми юратнӑ ҫыннӑмсем,
Ӑҫта вӗҫеҫҫӗ халӗ чунӑрсем?..
Шухӑшсемпе тӑратӑп пӗчченех,
Аттем сакки ҫинче вылять ҫил ҫех...
Атте-аннем кӗтме тухаймӗҫ ҫав...
Хӑйсем ҫумне тек ҫупӑрлаймӗҫ ҫав...
06. 10. 2025. Мая Салампи

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 87