Предыдущая публикация
Следующая публикация
Свернуть поиск
Сервисы VK
MailПочтаОблакоКалендарьЗаметкиVK ЗвонкиVK ПочтаТВ программаПогодаГороскопыСпортОтветыVK РекламаЛедиВКонтакте Ещё
Войти
  • Главная
  • Видео
  • Группы
  • Люди
  • Публикации
  • Игры
  • Подарки
  • Поздравления
  • Рекомендации
  • Помощь
  • русский
Левая колонка
Фотография от Мая Салампи Селендеева (Скворцова)

Мая Салампи Селендеева (Скворцова)

Последний визит: 08:02
Фотография от Мая Салампи Селендеева (Скворцова)
Фотография от Мая Салампи Селендеева (Скворцова)
Фотография от Мая Салампи Селендеева (Скворцова)
Фотография от Мая Салампи Селендеева (Скворцова)
Фотография от Мая Салампи Селендеева (Скворцова)
Фильтр
ЗаметкиУвлечения
Мая Салампи Селендеева (Скворцова)
вчера 19:42
САНА ЮРАТНӐ ПЕК ЮРАТАЙМАРӐМ ЭП...

Сана юратнӑ пек юратаймарӑм эп...
Чылай ҫул иртрӗ ӗнтӗ... Манмалла... Пӗлеп...
Тӗлкӗшленет хӗлхемӗ чунӑмра: ҫат-ҫат...
Чӗрех юратӑвӑм... Сӳнмен... Ҫунать кӑвайт.

Пурнатӑн эсӗ шӑпӑр ҫумӑр сассинче...
Куҫҫуль пулса йӗпеннӗ чӳрече ҫинче
Чупаҫҫӗ тумламсем. Чӗрем суранӗсем.
Иртни. Хальхи. Ма лӑпланмаҫҫӗ-ши ҫаксем?

Килсе хуплать те тӳпери сенкер тӗсе
Пӗр ушкӑн сӑрӑ пӗлӗт - эп сирем тесе
Тӑпӑлтататӑп. Куҫусем инҫе-инҫе...
Утмӑлтурат ҫеҫки. Тӳпеччӗ вӗсенче.

Ыталӑп теприне. Ман чунӑмра пӗрех,
Юратӑвӑм, пӗртен-пӗрскерӗм, эсӗ ҫех.
Ӗшеннӗ ҫил те сан ятна илсе килет,
Пӑшӑлтатать те ҫухалать. Ҫапла тивлет...
29. 01. 2026. Мая Салампи

Тивлет - шӑпа
Мая Салампи Селендеева (Скворцова)
27 янв
ЭСӖ, ЭПӖ - ПӖР ТӖНЧЕ

Ҫакӑ ҫутӑ ҫӗр ҫинче
Эсӗ, эпӗ - пӗр тӗнче.
Эпӗр пурте пӗр кӑкран,
Пӗр юнран, пӗр тымартан.

Эсӗ - вырӑс, эп - чӑваш.
Пурте тус пире, юлташ.
Тӗрлӗ халӑх - пӗр ҫемье,
Туслӑх кирлӗ этеме.

Эп пуплетӗп чӑвашла,
Эсӗ, тусӑм, вырӑсла.
Пур чӗлхе мана тӑван,
Туслӑхра тӗнче аван.

Йывӑр килӗ тӑлӑха,
Ҫил те авӗ хӑраха.
Пирӗн вӑй вӑл - пӗрлӗхре,
Ҫӗнтереймӗ ют пире.

Пурӑнар-и юратса,
Пӗр-пӗрне сума суса?
Ҫӗр-Анне пурне пӗрре,
Пӗр хӗвел. Тӳпе пӗрре.

Пур - пӗрле, ҫук - ҫурмалла.
Пирӗн мӗн уйӑрмалла?
Пурнӑҫ пултӑрччӗ тату,
Ялкӑш ӗмӗр, юрату!

Кил, тӑванӑм, хӑнана,
Ыр сунса кӗтеп сана.
Вырӑс, мӑкшӑ е тутар -
Тус-тӑванлӑ пурӑнар!
27. 01. 2026. Мая Салампи
Мая Салампи Селендеева (Скворцова)
25 янв
Студентсен кунӗпе, Тусӑмӑрсем 🥰 🌼 Чун-чӗрепе яланах ҫамрӑк пулар!

СТУДЕНТ

Кам студент пулса курман,
Яшлӑха туллин туйман.
Мӗн тери хавас ҫулсем!
Ҫил ҫунатлӑ вӑхӑтсем!
Пурнӑҫ ҫӑлкуҫла тапать,
Чунсенче - сӳнми хӑват.
Ҫамрӑк, ҫӑмӑл та хивре,
Вут-кӑвар шух чӗрере.
Ӑс-тӑну пур - туптама,
Ҫамрӑк вӑхӑт - юратма.
Тус-юлташ та туллиех,
Пурнӑҫ савӑк та питех.
Янкӑс кулӑ ян та ян!
Ак мӗнпе студент пуян!
Сессирен те сессиччен
Шутламастӑн ним ҫинчен.
Ӑнӑҫу пулсан ҫумра
Аптӑрамӑпӑр вара.
Вырӑн ҫук-ҫке тунсӑха,
Пурнӑҫу, чӑнах, паха.
24. 01. 2026. Мая Салампи
Мая Салампи Селендеева (Скворцова)
23 янв
ЧУН САВНИҪӖМ, ЭС - ЧЕЧЕК ♥️

Улӑхра ҫеҫке нумай,
Илӗртет пӗри пӗрмай.
Ӑнланмастӑп мӗншӗнне,
Тек пӑхатӑп ҫав енне.

Сар хӗвел пек туйӑнать,
Чунӑм йӑпӑшт хускалать.
Вылянать чечек тӑрук!
Пит чечен-ҫке... Айтуру!

Чун савниҫӗм пулчӗ ҫав,
Шевлелле йӑл кулчӗ, ав.
Мӑшӑр куҫӗ - ик ахах,
Вӗсенче путатӑп, ах!..

Пуҫӑма ҫухатрӑм эп,
Сансӑр халь саҫҫем пӗтеп.
Тунсӑхлатӑп. Ҫит каҫчен,
Кӗмӗл уйӑх тухиччен.

Чун савниҫӗм, эс - чечек,
Сан ҫинчен шутлатӑп тек.
Эсӗ мӗн туятӑн-ши?
Ман пекех саватӑн-ши?
23. 01. 2026. Мая Салампи
Мая Салампи Селендеева (Скворцова)
21 янв
Паян Чӑваш халӑх сӑвӑҫин, Раиса Сарпин, юбилей каҫӗнче 🥰
На этом пока всё
Войдите в ОК, чтобы посмотреть всю ленту

4695

  • Юрий Петров
  • Иосиф Сергеев
    Иосиф Сергеев
    Чебоксары
  • Надя
    Надя
  • Анна Степанова (Гаянова)
    Санкт-Петербург
  • Поляков Николай

  • Бесплатная открытка пара, розы, день супругов
  • Бесплатная открытка с днем памяти святой равноапостольной нины, икона
  • Бесплатная открытка сердце, тюльпаны, снежинки, зима

159

  • Чувашская Эстрада и Культура
    Чувашская Эстрада и Культура
    4482 подписчика
  • Цветущий сад
    Цветущий сад
    85918 подписчиков
  • Хамӑрӑн ТУРӐпа, хамӑрӑн йӑла - йӗркепе.
    Хамӑрӑн ТУРӐпа, хамӑрӑн йӑла - йӗркепе.
    49 подписчиков
  • Чунран каланӑ сӑмахсем
    Чунран каланӑ сӑмахсем
    5849 подписчиков

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного

Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.

Зарегистрироваться