Ӗнер юлташ хӗр-вӗрентекенсем Чӑваш тӗрри тема тӑрӑх конкурс пуласси ҫинчен положени ярса пачӗҫ иккӗн тан. "Хутшӑн", - тесе ҫыраҫҫӗ. "Ҫук", - тетӗп. Хамӑн вара, ҫывӑрма выртнӑскерӗн, пуҫа таҫтан сӑмахӗсем киле пуҫларӗҫ. Ыйхӑ та вӗҫрӗ. Ҫӗнӗ сӑвӑ ҫуралчӗ. Ҫакӑ та паха. Сӑн ӳкерчӗкри ӗҫсем Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче пурӑнакан Краснова Надежда Михайловнӑн. Мана Т. Ф. Дмитриева, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ тата юлташ хӗрӗ, ярса пачӗ. "Ку манӑн аннен йӑмӑкӗн кравачӗ паянхи кун. Музейри пек тытса тӑрать", - терӗ.
Кукамай тӗрри
Ача чухне текех эп тӗлӗнеттӗм
Юратнӑ кукамай ҫипуҫӗнчен.
"Епле хитре кӗпӳ сан, кур-ха, - теттӗм, -
Унпа эс, чӑн, юмах ҫӗр-шывӗнчен."
Ыр кукамай хитрен кулса илетчӗ,
Пуҫран та ачашлатчӗ лӑпкаса.
Тӗрленӗ кӗпипе мала иртетчӗ
Мӑнаҫлӑ уттипе саркаланса.
Пӗрре чӗнсе илсе ҫапла ыйтсаччӗ:
"Курас килет-и чӑн чӑваш тӗрри?"
Хӑйпе вӑл чӑлана илсе тухсаччӗ,
Уҫсаччӗ арчине типтерлӗн ҫав тери!
Тӗрки-тӗркийӗ шурӑ пир кӑларчӗ,
Хитрен сарса хурайрӗ ман ума.
Пӑха тӑра чӗлхем те ман ҫыхланчӗ,
Чӑваш кун-ҫулӗ тухрӗ куҫӑма.
Алла илсе каҫса кайса сӑнатӑп
Чӑваш тӗррин асам вӑрттӑнлӑхне.
Пич ен ӑҫта - ҫавна та чухлаймастӑп,
Тупаймӑн ытлашши ҫип таврашне.
Тӗрри яка та тикӗс, ҫыпӑҫуллӑ,
Ҫаври те, тӑваткалӗ те ҫумрах.
Кашни ҫӗвви питех те вырнаҫуллӑ,
Кур, саккӑрла ӳкерчӗк ҫакӑнтах.
Кунтах сип-симӗс улӑхӗ пурнать-мӗн,
Сап-сар хӗвел те ӑшшӑн йӑл! кулать.
Вӑййа тухан хӗрсем те курӑнаҫ-мӗн,
Карталансах тек шунӑн туйӑнать.
Шур пир ҫипе, ав, акӑшсем ишеҫҫӗ,
Сенкер тӳпе те тӑнӑҫ ҫуталать.
Лашапала тихийӗ те ҫӳреҫҫӗ,
Чӑваш чӗрийӗ ҫакӑнта тапать.
"Сана, мӑнукӑм, эп уҫса парам-и
Чӑваш тӗррин пуян ҫырулӑхне?
Итле эппин, кӑшт каласа парам-и? -
Пуҫларӗ кукамайӑм сӑмахне. -
Авалранах тӗрре пӗлсе ӳкернӗ
Чӑваш ҫыннийӗ ылтӑн аллипе.
Ӗҫне-хӗлне, хӑй пурнӑҫне тӗрленӗ,
Йӗппи ҫӳренӗ шурӑ пир ҫипе.
Ак куҫ пекех, ҫак Турӑ куҫӗ тенӗ,
Ҫӗре, пире вӑл сӑнаса тӑрать.
Йӑх-несӗлсем хастар пулма пилленӗ,
Ҫак паллӑ тӗрӗре кун-ҫул тупать.
Ыр кӑмӑллӑх чӑвашлӑхра туптаннӑ,
Ламран лама куҫать ӑш пил тени.
Тӗрӗпелех этем йӑхне упранӑ,
Усал ан туптӑр тет эреш тени».
Епле пуян-ҫке кукамай туприйӗ!
Миҫе чӑваш кӗпи саппунсемпе.
Тӗрленӗ Турӑш умӗ, ал шӑллийӗ,
Ҫивӗттисем минтер пичӗсемпе.
Хӑй хӗр чухнех тӗрленӗ капӑр тутӑр
Пит селӗм-ҫке, тӑрать, ай, илӗртсе!
Алла илсе эп ҫыхрӑм ӑнланмасӑр,
Шывланчӗ куҫӗ кукамайӑн ас илсе.
Пит хаклӑ мул. Паян та ҫӗкленмелӗх
Чӑнах та пур хӑват чӑваш тӗррин.
Санпа мана, пурне те ас илмелӗх
Ан ҫухалсамччӗ эс, авал йӗрри.
Мая Салампи, 19. 11.2022

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 166