Паян кил еннелле ҫул тытатӑп. Пӗр чарӑнура хӗрарӑм курӑнчӗ. Ҫакскер аннеме аса илтерчӗ... Те кӑвак тутӑрӗ?.. Аннем... Тек нихӑҫан сана кураяссӑм ҫук, "аннеҫӗм" тесе чӗнеессӗм ҫук.. Куҫӑмсенчен куҫҫулӗ шӑпӑртата пуҫларӗ. Ан курччӑр тесе пуҫӑма чӳрече еннелле пӑртӑм. Ҫак йӗркесем ҫуралчӗҫ:
АННЕМ КӖТСЕ ПӐХАТЬ ПЕК КАНТӐКРАН
Тухать пекех аттеҫӗм алӑкран,
Аннем кӗтсе пӑхать пек кантӑкран.
Мана курсан ҫуталчӗҫ куҫӗсем,
Чупсах тухать кӗҫ хирӗҫех аннем!
Тӑраҫҫӗ чӗвӗл-чӗвӗл калаҫса,
Илеҫҫӗ хыттӑнах ыталаса.
Аннеҫӗм... Вӑл каллех куҫҫульленет,
Эп ҫитнипе ун чунӗ хӗпӗртет...
Тӗлӗнмелле киленӗҫ ӑшӑмра,
Атте-аннем тӑраҫҫӗ ман умра.
Ҫурт умӗнчи йӑмра та тайӑлать,
"Килех", - тесе каланӑн туйӑнать.
Юр