Пултӑр ӗмӗр
Ман халӑхӑм ӑста ӳнерҫӗ -
Куҫ тулли тӗрри-эрешӗ!
Капӑр тумӗ, ыр кӗпийӗ -
Кур-ха, кур - уяв илемӗ!
Йӑлтӑр-йӑлтӑрти тӗсевлӗ,
Чӑнкӑр-чӑнкӑрти кӗввиллӗ,
Ытарма ҫук кӗмӗл капӑр
Пулнӑ, пултӑр, савӑнтартӑр!
Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юххи пек,
Чӗвӗлти чӗкеҫ юрри пек
Чун ахахӗ - ыр чӗлхемӗр-
Чӗвӗлтеттӗр ӗмӗр-ӗмӗр!
Тӑван халӑх ывӑл-хӗрӗ
Пултӑр вӑйлӑ, ӑслӑ, чӗрӗ.
Чун-чӗри ырра илентӗр,
Тӑван халӑхшӑн хӗмлентӗр.
Людмила Семенова