Предыдущая публикация
❤️Альбина ЮРАТУ
😘САНПА ТАШЛАРӐМ ТӖЛӖКРЕ
(...во сне танцевала с тобой...)
Тӗлӗкре санпа ташларӑм,
Ҫырлахтартӑм кӑмӑла.
Ҫӗнӗрен санпа паллашрӑм,
Вӗҫрӗм шуҫӑм-кайӑкла.
Ман санпа ташлас килетчӗ
Тӳпере те, ҫӗр ҫинче.
Ӗмӗтлентӗм: ирӗлесчӗ
Ытамун уҫлӑхӗнче.
Пилӗкрен ачашшӑн тытрӑн,
Ҫавӑрттартӑн хӑв тавра.
Куҫӑмран хӗвеллӗн пӑхрӑн,
Шанӑҫ ҫутрӑн чунӑмра.
Ҫепӗҫҫӗн эс чӑмӑртарӑн
Кӑкӑру ҫумнех савса.
Тинӗс пек куҫу сан тарӑн,
Туйӑму хӗрӳ, таса...
...Телейпе тулса вӑрантӑм
Ӗмӗте пурнӑҫласа.
Вӑй-хӑватлӑн ҫунатлантӑм:
Пурӑнап халь савӑнса.
29.11.2025.


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев