Сывлӑх сире. Манӑн юлашки пӗр ҫул ҫур пуҫа нимле сӑвӑ та килмерӗ. Паян ҫакӑнпек йӗркесем манӑн пуҫра ҫуралчӗҫ. Манӑн питӗ чун хурланать , ҫак ниме кирлӗ мар Украина ҫӗрӗ ҫинче вырӑс па вырӑс пӗрпӗрне юн тӑкни. Вӑрҫӑ ҫулӑмне сӳнесрен вут прахса тӑраканнисем пирӗнтен пӳрне тӗллесе кулса тӑраҫ. А эпӗр тата урса кайса ҫапӑҫатпӑр.
Каҫарсам ЭС пире, каҫарсам.
Чӗрӗ юн, ҫӑлкуҫ евӗр тапса.
Украина ҫӗрне шӑварать.
Сатана, тискер ҫулӑм сапса,
Тамӑкри пек ҫӗре ҫунтарать.
Салтак амӑш, чунне хытарса -
Ун тымарӗ, туртса ыратать,
Юлашки куҫҫульне пытарса,
Тур умне пуҫ тайса, кӗл тӑвать.
Украинец е вырӑс, пӗр ҫын,
Пӗр челхе, пер хӗрес, пӗр чӳркӳ.
Кӗлтӑвап САНА, ЧЫСЛӐ АРҪЫН,
Тӗнчере веҫех сан ирӗкӳ.
Кунр