Бикулов П. А.
МРКШ.
Хӗл кăçал ир килчӗ. Декабрь (раштав) уйăхӗ хӗл пуçӗ пулсан та, хирсенче, вăрманта, ялта юр нумай. Кил – çуртри хуралтăсем юр айӗнче. Пахча картисен çӳлти вӗрлӗкӗсем çех курăнса тăраççӗ. Вырăсла хапхасене юр хӳнӗ, пӗчӗк хапха умне çех юрне чавса тасатса, килкартине кӗрсе çӳреме сукмак тăваççӗ. Çил хапхасем юр айӗнче, хапхи çийӗнчен таптаса тунă сукмакпа килсене кӗрсе çӳреççӗ. Урамсенче сукмаксем çех, лаша çулӗ аслă урамра, лапка тăкăрлăкӗнче тата Кăтрата кассинче анчах.
Юр нумай, хӗл сивӗ. Эпир Кăтратана 7-мӗш класа шкула çӳретпӗр. Шкула çӳрекен ачасем нумай, хӗрӗх ытла ача, 1926- мӗш çултисенчен пуçласа 1932-мӗш çул çуралнă ачасем. Вӗренме 1-мӗш сентябртен мар, 10-мӗш о