Садри саркайӑк чунӗллӗ пуласчӗ,
Куллен-кунах хӗвеллӗ ирхине
Пырса ларса ытарайми юрласчӗ
Пӳлер кӗперӗн карлӑке ҫине.
Кӗпер ик енӗпе - сап-сарӑ улӑх,
Кӗпер ик енӗпе - кӗрен с̧ырла.
Турттарнӑ кӗпер урлӑ утӑ-улӑм
Ялти яш-кӗрӗмсем юрла-юрла.
«Кивелнӗ вӑл, сӳтес, - янранӑ сасӑ,
Юман юпаллӑ ҫирӗп кӗпере».
Сар карлӑкне ватса хуҫма тӑрсассӑн
Саркайак вӗҫнӗ тет йӗре-йӗре.
Унра-и, тен, пӗр каччӑн чунӗ пулнӑ -
Уксах Тимур сӑнни пӗтернӗ чун.
Унра-и, тен, сар хӗрӗн сӑнӗ юлнӑ
Хура тӑшман вутпа ҫунтарнӑ кун.
Яш каччӑн-и е сарӑ хӗрӗн сӑнӗ
Текех ӳкеймӗ ҫутӑ шыв ҫине.
Саркайӑк писнӗ. Тӑрӑнман-ши сӑнӑ
Пӳлер кӗперӗн карлӑкӗ ҫине?
Нина Артемьева.
#Варкӑш


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 2