Предыдущая публикация
Издательский дом "Хыпар"

Издательский дом "Хыпар"

14:23

⚡️Çирĕм çул — халăх умĕнче

Сергей Петровшăн юрă чун киленĕçĕ те, юратнă ĕç те. Халăха пултарулăхĕпе савăнтарма пуçланăранпа кăçал 20 çул çитрĕ. Кун-çул чуппинчи пĕлтерĕшлĕ çак куна вăл Упи кану центрĕнче ентешĕсемпе пĕрле паллă турĕ.
«Çырмара выльăх-чĕрлĕх пăхнă чухне те кăшкăрса юрлаттăм. Юрă-кĕвĕ мана вăй хушнă, хăюллантарнă пек туйăнатчĕ», — терĕ Сергей Германович.
Унăн сасси пĕчĕк чухнех уçăлнинчен тĕлĕнмелли çук. Кукашшĕ ăста купăсçă пулнă. Кукамăшĕ сăвă-такмак, халап-юмах калама юратнă. Çывăх çыннисен ăсталăхĕ ачана, паллах, витĕм кӳнĕ. Упи шкулне çӳреме пуçласан вара пултарулăхĕ тата аталаннă. Вĕрентекенсем хитре юрлакан ачана тĕрлĕ концерта, конкурса час-часах хутшăнтарнă. Ăна ялти клубри мероприятисене те йыхравланă. Сцена майĕпен-майĕпен ачан чун-чĕринче артист пулас ĕмĕте çунатлантарнă. Вăтам классенче вĕреннĕ çулсенче вара пурнăçне юрă-кĕвĕ тĕнчипе çыхăнтарас шухăш çирĕпленсе çитнĕ. Сергей культура училищине çăмăллăнах вĕренме кĕнĕ. Вокал уйрăмĕнче Михаил Семенов педагог патĕнче ăсталăхне туптанă вăл. Çав вăхăтрах сцена çинче те пултарулăхне кăтартнă.
Тĕплĕнрех – «Ял пурнăçĕ» хаçатра (07.05.2026)

⚡️Çирĕм çул — халăх умĕнче - 5384103258032

Нет комментариев

Новые комментарии
Для того чтобы оставить комментарий, войдите или зарегистрируйтесь
Следующая публикация
С наступающим Днём Победы!
Почтите память героев Великой Отечественной войны
Возложить цветы
Свернуть поиск
Сервисы VK
MailПочтаОблакоКалендарьЗаметкиVK ЗвонкиVK ПочтаТВ программаПогодаГороскопыСпортОтветыVK РекламаЛедиВКонтакте Ещё
Войти
Издательский дом "Хыпар"

Издательский дом "Хыпар"

ЛентаТемы 20 125Фото 38 227Видео 3 268Участники 4 368
  • Подарки
Левая колонка
Всё 20 125
Обсуждаемые

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного

Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.

Зарегистрироваться