– Паян тÿрĕ лини вăхăтĕнче Раççей Президенчĕ ятарлă çар операцине хутшăнакансен çарти туслăхĕ çинчен нумай каларĕ, тĕрлĕ халăх çыннисем пĕр çемьери пек пулса çăкăрпа шыва пĕрле пайлани çинчен тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ. Ку пирĕн, Раççейре пурăнакансен пĕрешкел идеалсем, хаклăхсем пулнине кăтартса парать. Президент каланă пек, «ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра ку пушшех те пĕлтерĕшлĕ». Чăваш Енре эпир çакна питĕ лайăх ăнланатпăр. Пирĕн республикăра чăвашсем, вырăссем, тутарсем, мордвасем, çармăссем – çĕр ытла этнос килĕштерсе пурăнать, тăван çĕршыв пуласлăхне тÿпе хывать. Ку вара темрен те паха. 2022 çулта Владимир Путин çĕнĕ регионсене йыша илни çинчен документа алă пуснă чухне çĕршыва пĕрлештермелли çинчен каланăччĕ. Пирĕн пĕчĕк Чăваш Ен çакна пурнăçларĕ. Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейне килекенсенчен кашни кунах ырă сăмах илтетпĕр. Вĕсем пирĕн тăван çĕршывпа, унăн илемĕпе, вăй-хăвачĕпе, пĕрлĕхĕпе мăнаçланаççĕ.

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев