МАР
ШУРĂ РОЗА Шурă роза, шурă роза, Шурă роза çыххине Парнелерĕм, парнелерĕм Эп юратнă савнине. Çав тери хитре эс манăн Шур илемлĕх хушшинче! Куç илмесĕр эп пăхатăп, Ак, чĕрем тухать сиксе. Шурă, шурă йĕплĕ роза Илĕртет ман чунăма. Куçусем илемлĕ, тусăм, Йышăнсам ман юррăма. Шурă роза, Шурă роза, Вăл илемлĕхпе çунать. Çутă ырлăх савни куçĕ, Ăшшăн, ăшшăн ачашлать Ниăçан та эп манаймăп Санăн çепĕç шур сăнна. Çирĕп сывлăх эп сунатăп, Савнă тусăмçăм сана!