11.2025ç.
Кăҫалхи кӗркунне ăшă пулнипе тӗлӗнтерчӗ. Календарьпе хӗлле пуҫланать ĕнтĕ, анчах та юр ларасси хальлӗхе паллă та мар. Тепӗр енчен, ҫанталăка ӳпкелешесси — ниме тăман ӗҫ. Ҫавăнпа вăхăта ытлашши тăсмасăр кăларăмри юрăсене тишкерме пуҫлар. Телее вӗсене шăрантаракан артистсен хит-парадри лару-тăрăвӗ мӗнле пуласси ҫанталăкпа пачах ҫыхăнман.
10-мĕш вырăн – Елена Леонтьева, «Тав сире, атте-анне»
9-мĕш вырăн – Александр Арсентьев, «Пĕрремĕш юрату»
8-мĕш вырăн – Петр Бельцов, «Шур чечексем»
7-мĕш вырăн – Михаил Иванов, «Ман чун савни»
6-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Ăшă сăмахсем»
5-мĕш вырăн – Андрей Емельянов, «Хитре чечексем»
4-мĕш вырăн – Ольга Осипова, «Ҫăвать-ха ҫумăр»
3-мĕш вырăн – «Ҫеҫпӗл» ушкăн, «Эсӗ манăн, эпӗ санăн»
2-мĕш вырăн – Виктор Федотов, «Савнă тăван ен»
1-мĕш вырăн – Александр Филиппов, «Ҫамрăклăх»


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев