Нимӗҫсен XIX ӗмӗрти паллӑ филологӗ, Петербургри ӑслӑлӑх академийӗн хисеплӗ пайташӗ Готфрид Герман профессор ҫапла каланӑ: «Икӗ ӗҫ уйрӑмах йывӑр: словарь тӑвасси тата грамматика ҫырасси».
Питӗр хулинче Чӑваш культурин кунӗсем иртӗҫ. Ҫӗршывӑмӑрӑн ҫак хулинчи Тулаш ҫыхӑнупа ӗҫлекен комитетпа пирӗн республика Чӑваш культурин кунне кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче ирттерме калаҫса татӑлнӑ.