Предыдущая публикация
Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе.

Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе.

7 апр 2023

Хуратут/Веснушки.

Шăллăмăн пичĕ çине
Тухса ларнă пăнчăсем.
Вăл пăхать тĕкĕр çине,
Ăнланмасть мĕн пулнине.

Питне те çуса пăхать,
Супăньпе кăпăклатать.
Мĕн чухлĕ тăрăшсан та,
Пур пăнчă та вырăнта.

Шăллăм кайрĕ шухăша…
Ним тума пĕлмен енне,
Пычĕ асанне патне:
- Каяр, тет, сыватмăша.

Асанне ăшшăн кулать,
Шăллăма çапла калать:
- Пăнчăсем тухса ларни,
Çурхи хĕвелĕн палли.

- Урăхла вăл – хуратут,
Çусассăн та нумай хут,
Пит çинчех ларса юлать,
Кайран хăех çухалать.

- Пăшăрханма кирлĕ мар,
Хĕвелпе те туслашар.
Ун усси те сахал мар,
Пурпĕрех асăрханар.

- Крем сĕрни те пулăшать,
Тухтăр та çаплах хушать.
Хуратут, çавăн чухне,
Сахаллатĕ эрешне.

Шăллăм тинех лăпланчĕ,
Каланине ăнланчĕ.
Пĕлтерме савăнăçне,
Вĕçтерчĕ туссем патне.
Хуратут/Веснушки. - 945532571716
Сӑвӑ авторӗ Клементьева Л.Ф.
#хитре_сӑвӑсем #чăваш_сӑввисем #чăвашсем #чăваш_чĕлхи

Комментарии 4

Алена Галкина
Алена Галкина
Ҫав тери "ӑшӑ"сӑвӑ. Тавах
8 апр 2023
  • Нет комментариев
    Новые комментарии
    Александр Степанов
    Александр Степанов
    Питӗ чаплӑ сӑвӑ ку
    8 апр 2023
  • Нет комментариев
    Новые комментарии
    Итимкура ачи
    Аван сăвă. Шел анчах, авторийĕн ятне паллă тума йăла çук хăш та пĕрийĕн.
    11 апр 2023
  • Нет комментариев
    Новые комментарии
    Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе.
    Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе.
    ответила Итимкуре
    Ку манӑн йӑнӑш, эпӗ ҫырма маннӑ. Сӑвӑ авторӗ Клементьева Л.Ф.
    11 апр 2023
  • Нет комментариев
    Новые комментарии
    Новые комментарии
    Для того чтобы оставить комментарий, войдите или зарегистрируйтесь
    Следующая публикация
    Свернуть поиск
    Сервисы VK
    MailПочтаОблакоКалендарьЗаметкиVK ЗвонкиVK ПочтаТВ программаПогодаГороскопыСпортОтветыVK РекламаЛедиВКонтакте Ещё
    Войти
    Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе.

    Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе.

    ЛентаТемы 350Фото 148Участники 858
    • Подарки
    Левая колонка
    Всё 350
    Обсуждаемые

    Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного

    Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.

    Зарегистрироваться