Паспорта пӑхатӑп - ҫулӗ самаях…
Тӗкӗрӗм ӑҫта-ши? "Эсӗ ан суях...
Паспорт улталать пуль? - тӗлӗнетӗп эп. -
Манӑн ҫулӑм мар пуль? Халь сана итлеп"...
Тӗкӗрӗм йӑл кулчӗ. Ӑшшӑн юмахлать:
"Ан кулян-ха эсӗ. Паспорт юптарать.
Миҫере туятӑн халӗ эс хӑвна?
Ҫавӑн чуль пулать те чӑннипе сана".
Тӗкӗр умӗнче эп. Тинкерсе пӑхап.
Улшӑннӑ... Тунмастӑп... Хам та асӑрхап.
Маларах курнатчӗ ҫамрӑк ҫеҫ пике.
Яп-яка сӑн-пичӗ килӗшетчӗ-ҫке...
Пурпӗр чиперех-ха. Халь те япӑхман.
Шурӑ ҫӳҫӗм пулӗ. Питӗ улшӑнман.
Мӗншӗн-ха тиркес ман ҫакӑ тӗкӗре?
Шӑл шурри кӑтартӑп. Кулчӗ вӗт. Аре.
Шухӑшсем капланчӗҫ. Йӑлт ума килет...
Пӗчӗк ҫеҫ ачаччӗ... Вӑхӑт ӗрӗхет.
Ачамсем те ӳсрӗҫ. Тахҫанах анне.
Мӑнуксем чупаҫҫӗ. Пултӑм асанне.
Вӑхӑт талпӑнсан та чунӑм ватӑлмасть...
Тӗлӗнет вӑл хӑй те... Хӑш чухне шанмасть...
Эпӗ пурӑнман пуль ҫавӑ ҫулсене?
Кӑшт хушса паман-ши хам сисмен чухне?
Хамшӑн эп, чӑнах та, пач та пурӑнман...
Ачамсем, кил-ҫурчӗ... Пӗртте пушанман...
Чӗптӗм те ан ятлӑр хӑйшӗн ку тесе,
Пурӑнас килет тин тӗшшине пӗлсе.
Ҫак ҫулта аннеҫӗм ватӑрахчӗ пек...
Тутӑрпа ҫӳретчӗ. Чӑвашлаччӗ тек..
Ун ҫулне те ҫитрӗм - ним те улшӑнман,
Ҫамрӑклах хевтеҫӗм. Ӗмӗтсем пур ман.
Юратма та халӗ вӑхӑчӗ иртмен.
Пур вӑй-хал. Тапать-ха. Тав, вӑл иксӗлмен.
Кайӑкла та вӗҫӗп. Ҫунатсем - хӗвре!
Паспорт улталать-ҫке.. Эп - вун ҫиччӗре.
30. 09. 2025. Мая Салампи


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев