Предыдущая публикация
Кĕрхи каçсене.
Асăнмалăх çак каç юлтăр
Пĕрле пулнине.
Çепĕççĕн ун чух пăхаттăн
Савса ман çине
Юратап тесе калаттăн
Чĕрем савнине.
Кунсем иртрĕç, çулсем иртрĕç
Унтанпа тахçан.
Хура пĕлĕтсем хупларĕç
Тухăçран.тухса.
Мантăн эс мана, савниçĕм,
Теприне савса.
Пулчĕ маншăн хĕрÿ сиçĕм
Чĕрене çурса.
Кĕрхи кун аса илтерчĕ
Туйăма каллех.
Ун чухне мĕнле хитреччĕ
Санпа чух пĕрле.
Астăватăп-ха, манман-ха
Эс каланине.
Халь çакна сана калам-ха:
«Эп манманнине».
Кекен ялĕ, Мелания Никифорова.

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев