Хаклă вĕрентекенсем! Сире пурне те Учительсен кунĕ ячĕпе чĕререн тухакн ăшă та ырă сăмахсемпе саламлатăп. Ырлă-сывлăх, ăнаçу сунатăп. Малашне те пархатарлă ĕçре чуна хурса ĕçлеме иксĕлми вăй-хăват пултăр, чунри хĕвел евĕр асамлăх пурăнма хавхалантартăр. Яланах пур ҫӗрте те хисепре пулăр!
Вĕрентекен
Вĕрентекен, ăс паракан Ачашăн аннепе пĕр тан. Мухтатăп паянхи кунта, Пуçа таятăп умăнта.
Хут вĕрентмешкĕн, вулама, Шута пĕлме, таса çырма Юратнă тăван шкулăнта Эс тăрăшатăн пит ăста.
Канмасăр çĕрĕн-кунĕпех Хуратăн вăй кашнишĕнех. Пар, Турă, чăтăмлăх сана Пулмашкăн чыслă яланах
Ĕç курăмлă вăй-хал хурсан, Ыр ĕç нихçан та мăнăçмасть, Вăй-хал хуни те çухалмасть, Ĕçÿ-çке пит сăваплă сан.
Эсех вĕрентнĕ ачасем, Çĕршывăмри хастар çынсем, Çĕтмен тĕнче кĕрлевĕнче, Мухтав та пур ячĕсенче.
Пит кирлĕ çакă пурнăçра, Чыспа хастарлăх ачара. Вĕсем пулсан эс савăнан: Вăйна хуни сая кайман.
Комментарии 3