Чи лайăх вĕрентекен
Ытарлӑх
Юмах çуллă, халап пыллă,
Сăнарĕсем сăнавлă.
Юмах ăсти пултаруллă,
Сăмахĕсем хăватлă.
Юмахçă вĕренерен те
Вĕрен явма пултарать.
Юмах ярсассăн, сире те
Чике тăршшĕ тыттарать.
Каç пулсан юмах калать шав,
Пур ача та пухăнсан.
Çут уйăх та çутатать ав,
Каç енне кун сулăнсан.
Пирĕн юмахçă-асанне
Пуçлать хăйĕн юмахне:
«Пурăннă тет ĕлĕк-авал
Улпут çемйи пит аван.
Аван пурăнас тесессĕн,
Пĕлÿ - чи кирли пулать.
Мула пухассу килсессĕн,
Пуйма пĕлÿ пулăшать.
Çапла улпут хăй ывăлне
Пĕлÿ парасшăн çунать.
Тĕпе хурса вĕреннине
Шкула ямашкăн шутлать.
Çак улпут шыранă тет,
Чи лайăх вĕрентекен.
Чи лайăх шкул тупнă тет.
Пур çынран ыйтса пĕлсен.
Улпут ашшĕ, вĕренмен çын,
Тĕрĕслеме шут тытать.
Ватă çын вăл-тăватă çын
Тĕрĕслĕхе юратать.
Аслашшĕ мăнукĕпеле
Шкула каймашкăн тухать.
Аран-аран туййипеле
Шкул умне çитсе тăрать.
Картиш тулли ача-пăча
Тĕркĕшеç енчен-енне.
Сырса илсе чыша-чыша,
Кăтартса старик çине:
«Мĕнле кулăшла мучи,» -
Кулса ячĕ пĕр ачи.
«Пăхма ватă- çке çав тери,» -
Перкелерĕшрĕ тепри.
«Сăнсăр пĕчĕк мăнтăркки те
Мĕн туса çÿрет кунта,» -
Чăрсăр харсăр тăсланки те
Хутшăнчĕ пырса унтан.
Шăнкăрав ак шăнкăртатрĕ
Ачасем урока кайрĕç.
Мăнукне аллинчен тытрĕ,
Урама васкаса утрĕç:
«Уттарар киле, мăнукăм!
Урăх шкул тупса эп парăп.
Вĕреннĕ çын вăл - ăслă çын,
Сана пурпĕр тăвăп çын.»
Тепĕр шкул патне çитсен,
Темĕн те пĕр курчĕç тет.
Пĕр кĕтесре алхасаççĕ,
Тĕрткелешсе тăраççĕ.
Паллашмашкăн та пĕлмеççĕ
Ваттине тĕл пулсассăн.
Пулăшмашкăн именеççĕ
Вăйсăрри хĕн курсассăн.
Юмахри ĕçсем пулаççĕ
Паянхи ĕçсем пекех.
Ыррине ялан шыраççĕ
Тупасса шанса текех.
Виççĕмĕш шкула çитеççĕ,
Ырă шкул тупас тесе.
Пĕчĕк çурт патне килеççĕ,
Шкулĕ мĕнле-ши тесе.
Шăнкăрав шăнкăртатрĕ те
Чупса тухрĕç ачасем.
Мучие вĕсем курчĕç те
Пулăшас терĕç текех.
Мĕн кирлине ыйтса пĕлчĕç
Ун патне ăшшăн пырса.
Учителе чĕнсе тухрĕç
Тараватлăн васкаса.
Акă вĕрентекен тухрĕ.
Сывлăх сунчĕ ал парса.
Ăшшăн калаçма пуçларĕ
Тĕрлĕ ыйтусем парса:
«Питĕ хавас сире курма
Мĕн ĕçпеччĕ, кала-ха?
Йывăр мар-и сире утма?
Мĕн ыйтмалли пурччĕ-ха?
Пирӗн картишӗнче сак пур,
Канăр, ывăнтăр пулсан.
Сирĕн мăнукăр сатур
Пĕлÿ илесшĕн пуль-ха?»
«Вĕренекенсенчен пĕлтĕм
Эс учитель мĕнлине.
Сана куртăм та ĕнентĕм
Чи лайăх шкул иккенне.
Йышăнăр ман мăнукăма,
Илтĕр пĕлÿ çак шкулта.
Лайăх вĕрентекен çынна
Тупрăм тинех паянтан.
Шкул чаплă вĕрентекенпе,
Тавах вĕрентекене!"
Кекен ялĕ, Мелания Никифорова.
Нет комментариев