"Радуга" культурӑпа курав центрӗн ҫӗнӗ мультимеди проекчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Унӑн тӑватӑ культура проектне Культура пуҫарӑвӗсен Президент фончӗ пулӑшнипе хатӗрлеме май килнӗ. Ӳнерҫӗсенчен, музыкантсенчен, сасӑ режиссерӗсенчен, сценаристсенчен, видеографсенчен, дизайнерсенчен, куҫаруҫӑсенчен йӗркеленнӗ пултарулӑх ушкӑнӗ проектпа 12 уйӑх ӗҫленӗ. Ертсе пыраканӗ – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, "Радуга" культурӑпа курав центрӗн директорӗ Нина Смирнова.
Проекта уҫма культура министрӗ Светлана Каликова хутшӑнчӗ. Вӑл ҫак ӗҫ ҫамрӑксене чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн пуянлӑхне туйма пулӑшнине палӑртрӗ, проект ертӳҫине тата командӑна РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Алла Салаевӑн тав ҫырӑвне пачӗ.
Проектра халӑх юррисем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Вӗсен аранжировкине хатӗрлекенӗ – Руслан Соловьев. Юрӑсене "DIVA" ушкӑн шӑрантарать.
🎥Видео авторӗ: Лариса Петрова


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев