Предыдущая публикация
Чăваш наци конгресĕ

Чăваш наци конгресĕ

5 сен
Хамăр салтаксене пысăк пулăшу - 5383382774288
Хамăр салтаксене пысăк пулăшу - 5383382774032
Хамăр салтаксене пысăк пулăшу - 5383382773776
Хамăр салтаксене пысăк пулăшу - 5383382773520
Хамăр салтаксене пысăк пулăшу - 5383382773264

Хамăр салтаксене пысăк пулăшу

Эпир хӑнӑхнӑ пурнӑҫпа пурӑннӑ вӑхӑтра ятарлă çар операцине хутшăнакан пирӗн ачасем темле йывăрлăх та кураççĕ, çапăçура кашни кун паттӑрлӑх кӑтартаҫҫӗ! Вӗсем тăван ҫӗре, пирӗн пуласлӑха тата пирӗн лӑпкӑлӑха хӳтӗлеҫҫӗ - çке! Пирĕн салтаксен вӑйӗ - пирӗн пулӑшура!!!
Çакна шута илсе «Дентамед» стоматологи клиникин тĕп тухтăрĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЧНК вице-президенчĕ Юрий Александрович Зорин авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче ятарлӑ ҫар операцине хутшăнакан маттур салтаксем валли гуманитари пулӑшӑвӗ ярса пачĕ. Пысăк машинă çине тĕрлĕ апат-ҫимӗҫ: рис, хуратул, тушенкӑ, кондитер изделийӗсем, кофе, пыл, кӗпе-йӗм ҫумалли машина, холодильник, ОСБ хӑмисем, профлистсем, саморезсем, пӑтасем, кувалдӑсем, мӑлатуксем, пуртӑсем, машина ҫӑвӗ, автомобиль шинисем, мотоцикл, аккумулятор, шыв тултармалли савӑтсем, окоп ҫуртисем, маскировка тетелӗсем, пленкӑсем тата ытти унта питĕ кирлĕ япаласем тиесе аякри çула ăсатрĕç.
Ятарлă çар операцине хутшӑнакансене пирӗн пулӑшу питĕ кирлӗ!
#ЕР21 #ПӗрлӗхлӗРаҫҫей #ПатшалӑхКанашӗ #депутатЗорин
#докторЗорин #ГуманитариПулӑшӑвĕ #СвоихНеБросаем #Запобеду
🔥🔥🔥
РУҪ САЛТАКӖ
Руҫ салтакӗ, санран тӗлӗнетӗп!
Тӗлӗнетӗп, паллах, хӗпӗртетӗп!
Хӗпӗртетӗп, пурне те чӗнетӗп:
Эпӗ саншӑн вут-ҫулӑм чӗртетӗп!!!
Руҫ салтакӗ, паллах, ӑнланатӑп:
Эсӗ-хурҫӑ та чӑнкӑ, эс-Улӑп, Патвар!
Тӗнче сыхлавҫи те эсех, эп туятӑп!
Ҫӗре ҫӑхана нихӑҫан та ан пар!
Руҫ салтакӗ - пӗлетӗп, эс Невский,
Ватутин, Абрамов, герой Кузнецов!
Серега комбат, хӗрӳ Рокоссовский,
Мария анне, кӳршӗри Деменцов!
Руҫ салтакӗ! Ӑҫтан вӑй илетӗн?!
Атте ҫӗрӗнчен, асанне ҫӑлӗнчен?...
Мухтавлӑ салтакӑм, мӑнаҫлӑн ҫӗнтерӗн!
Хӑват та Сӑвап, Ҫутӑ Кун киличчен!!!
Анатолий Абрамов

Нет комментариев

Новые комментарии
Для того чтобы оставить комментарий, войдите или зарегистрируйтесь
Следующая публикация
Свернуть поиск
Сервисы VK
MailПочтаОблакоКалендарьЗаметкиVK ЗвонкиVK ПочтаТВ программаПогодаГороскопыСпортОтветыVK РекламаЛедиВКонтакте Ещё
Войти
Чăваш наци конгресĕ

Чăваш наци конгресĕ

ЛентаТемы 4 059Фото 53 866Видео 288Участники 6 542
  • Подарки
Левая колонка
Всё 4 059
Обсуждаемые

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного

Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.

Зарегистрироваться