Василий Шихранов.
Юханшывсем юхмаççĕ тăвалла,
Пулни-иртни килмест-çке каялла.
Çак çĕр çине эп килнĕ вăхăтра
Çак çут тĕнче те пулнă тасарах.
Тăван енре эп ÿснĕ вăхăтра
Ялсем ларман пачах та шăплăхра.
Паян ялта чупмаççĕ ачасем,
Ку çеç те мар- вĕрмеççĕ йытăсем!
Эп çĕр çине çуралă вăхăтра
Унта-кунта пачах çакман çăра.
Пулман та пулĕ тимĕр алăксем,
Уçма пĕлми тем тĕрлĕ сăлăпсем.
Сар пикесем еплеччĕ пит черчен,
Савнисене юратнă чĕререн.
Яш каччăсем хакланă вĕсене,
Мĕн туйчченех упранă-çке чысне.
Хăна-вĕрле пуçтарнă яланах,
Черетленсе çÿренĕ хăнана.
Паян вара- кафе те ресторан...
-Унта епле чуна уçса ларан?
Сĕтел паллах, паян пуянтарах,
Япалисем те çĕнĕ, хаклăрах.
Анчах чуна, пĕлместĕп, тем çитмест...
Мĕне пула вăл канăçа пĕлмест?
Юханшывсем юхаç анаталла,
Кунсем-çулсем чупаççĕ малалла.
Çур ĕмĕре ирттернĕ ĕмĕре
Кайса курсчĕ, иртнĕ ĕмĕре...
Эпĕ çирĕммĕш ĕмĕр ачи!
Эпӗ ҫирӗммӗш ӗмӗр ачи...


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев